Мероприятие к 110 летию со дня рождения К.Пайраша

Мухтавлă ентешĕмĕр, паллă çыравçă- врач Куçма Ильич Пайраш (Садиков) çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Куçма Пайраш Вускасси ялĕнче çуралнă, вăл нумай енлĕ пултарулăхĕпе палăрса тăрать:   проза ăсти те, драматург та,  куçаруçă та, журналист та, рецензент та, вăрçă паттăрĕ те, врач та. Кузьма Ильич Садиков «Çул çинче», «Лида йăнăшĕ», «Калавсем», «Лайăх эмел», «Телейсер кунсем» тата ытти кĕнекесен авторĕ.

 Сыпайкассинчи тĕп  шкулта вĕрентекенсем  Куçма Пайраш юбилейне халалласа тĕрлĕ  ĕçсем туса ирттерчĕç: шкулта упранакан документсемпе, çыравçăн ал çырăвĕсемпе паллашрĕç.Паллă çыравçă пултарулăхне презентаци пăхса тишкерчĕç.