Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне палăртаççĕ. Çак куна халалласа Сыпайри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкулта тăван чĕлхе эрни иртрĕ. Кĕçĕн классенчи ачасем "Тăван чĕлхе - пĕлу çăлкуçĕ" калаçу ирттерчĕç. 5-6 классенче вĕренекенсем "Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ", 7-8 класс ачисем «Чăваш патшалăхĕн символĕсем» класс сехечĕсене хутшăнчĕç, 9-мĕш класра вĕренекенсем Сыпай тăрăхĕнче çуралса уснĕ çыравçăсен пултарулăхне тишкерчĕç.