«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци иртрĕ

  Паян, ака уйăхен 24-мĕшĕнче, чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2020» акци иртрĕ.

  Сыпай шкулĕнче вĕренекенсем çак акцие кашни çӳлах хастар хутшăннă. Анчах та кăçалхи çул, пĕрле пухăнса ĕçлеме май пулман пирки, вĕренекенсем диктанта килте çырчĕç. Ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те çак ĕçе кӳлĕнни савăнтарать: 6 класра вĕренекен Шишкина Ксюшăн амăшĕ Лидия Михайловна, çавăн пекех çак класра вĕренекен Квасова Ульянăн амăшĕ Валентина Владимировна, 8 класра вĕренекен Жирнов Александрăн амăшĕ Алина Владимировна ачисемпе пĕрле ĕçлерĕç.

Ачасем кăна мар, ку шкулта ачасене вĕрентекенсем те диктант çырма кăмăл турĕç.

Маттурсем.