Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 176 çул çитнине халалланă «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ -2024» акци иртрĕ. Сыпайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен 15 ача та çак акцие хастар хутшăнчĕ. Шкул ачисем хăйсен пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕç тата И.Я. Яковлев çинчен çĕннине те пĕлчĕç.