Муркаш муниципаллă округĕн вĕренӳ организацийĕсен хушшинче ирттерекен «Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен IV-мĕш фестиваль-конкурс 2026 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн А. Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта иртрĕ. Унăн тĕллевĕ: чăваш чĕлхипе литература предмечĕсен пĕлтерĕшне ӳстересси, тăван сăмахлăх пуянлăхне уçса парасси. Пирĕн шкул вĕренекенĕсем те çак фестивле хутшăнса малти вырăнсем йышăнма пултарчĕç.
Мешкова Диана - 2 -мĕш вырăн,
Христофорова Екатерина - 3 - мĕш вырăн,
Баранов Михаилпа Сядарова Дарья хутшăннине çирĕплетекен сертификат илчĕç. Саламлатпăр вĕсене! Малашне те ăнăçу сунатпăр!